РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Шупашкарта пурӑнакан 20 ытла ҫемьене Ҫӗнӗ ҫул умӗн парнесемпе савӑнтарма шухӑшланӑ.
Кӑҫал Алена Игоревна почтальон тивӗҫне пурнӑҫлать. Нумаях пулмасть вӑл Хӗл мучипе тата Юрпикепе пӗрле икӗ ҫемьене ҫитсе килнӗ.
13 ҫулти София Павлова Хӗл мучине ҫыру ҫырнӑ. Анчах Шурсухал унӑн ӗмӗтне пурнӑҫласса ӗненсех кайман. Хӗл мучи София ӗмӗтленнӗ велосипеда хваттерех кӗртсе панӑ.
Нумая ачаллӑ Егоровсем те вара Хӗл мучи патне ҫыру янӑ. Захарпа Галя вулавӑшра Шурсухал почтине курсан ӗмӗчӗсене хут ҫине шӑрҫаланӑ. Ҫырӑвӗ ҫитнӗ, парнине килех илсе килнӗ.
Алена Аршиновӑн шухӑшӗпе, ачасен ӗмӗчӗсем лайӑх: велосипед, йӗлтӗр, лего… Апла ачасем сывӑ ӳсӗҫ.
Кӑҫӑл ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Алена Кириллова пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Икӗ ҫул ҫурӑри Кирилл тата тин ҫуралнӑ йӗкӗреш Кристинӑпа Вероника амӑшӗсӗр тӑрса юлчӗҫ.
«Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем ӗҫтешӗ пирки манмаҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть ачисене кайса курнӑ, Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласа парне панӑ. Канфет, памперс, кӗнекесем, фломастерсем тата кӑштах укҫа илсе килнӗ журналистсем. Ку — пӗчӗк те пулин пулӑшу. Ачасемшӗн вара — уяв.
Раштавӑн 1-мӗшӗнче Кирилл 3 ҫул тултарнӑ. Амӑшӗ ӑҫта ҫухалине вӑл ӑнланса юлман. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл таҫта кайнӑ, кӗҫех таврӑнать… Пӗррехинче ача пахчине кайнӑ чухне Кирилл хӗрарӑма курнӑ та «Анне!» тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах вӑл мар…
Кирилл Ҫӗнӗ ҫула юратать. Алена ывӑлне яланах парнесемпе савӑнтарнӑ. Пӗчӗк Кирилл йӑмӑкӗсене те пӑхать. Кристинӑпа Вероника — ҫичӗ уйӑхра. Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем чирлемеҫҫӗ, лайӑх ӳсеҫҫӗ.
Алена пурнӑҫран уйрӑлни ҫичӗ уйӑх ҫитрӗ, вӑл ҫукки халӗ те ҫывӑх ҫыннисен чунне ыраттарать. Ҫапах пуҫ усмаҫҫӗ вӗсем, пӗчӗк ачасене ура ҫине тӑратасшӑн талпӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта Юрпикене суйланӑ. Кӑҫал «Юрпике — 2016» коронӑна кам тивӗҫнӗ-ха?
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче финал кастингӗ иртнӗ. Унта 15 пике хутшӑннӑ. Чи маттурри вара Шупашкарти 54-мӗш шкулта ӑс пухакан Анастасия Васильева пулнӑ. Вӑл жюрие сӑнарӗпе кӑна мар, тумӗпе те килӗшнӗ.
Пӗлтӗр Юрпике ятне тивӗҫнӗ Наталья Изотова ӑна коронӑна панӑ. Анастасия гитара енӗпе музыка шкулне пӗтернӗ. Вӑл вокалпа кӑсӑкланать. Настя сноубордпа та кӑсӑкланать.
«Юппике» ята тивӗҫнӗ Анастасия Васильева хулара иртекен мероприятисенче Юрпике пулӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен курма май пулӗ.
Обществӑлла транспорт ҫурҫӗр иртни иккӗччен ҫӳрӗ. Анчах ялан мар. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине. Анчах пур ҫӗрте те мар. Шупашкарта.
Ҫулталӑкри чи шавлӑ та чи хаваслӑ уявсенчен пӗринче республикӑн тӗп хулинче общество транспортне ҫурҫӗр иртни икӗ сехетчен ҫӳреттерме йышӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков раштавӑн 23-мӗшӗнче хушу кӑларнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче хӑш маршрутпа ҫӳрекен транспорт ӑҫтан миҫере хускалассине тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Вӑрӑмлатнӑ ӗҫ кунӗ, тӗрӗсрех, каҫӗ, 1, 2, 3, 4, 9, 11, 14, 15, 18, 20-мӗш номерлӗ троллейбуссене тата 10,15-э, 22, 23-мӗш номерлӗ автобуссене пырса тивет.
Шупашкарти чӑрӑш Раҫҫейри чи хаклисен списокне кӗни пирки пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн культура управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова хак пирки ӑнлантарса панӑ. Унччен «Рен-тв» телеканалпа Шупашкарти чӑрӑш ҫинчен сюжет та тухнӑ пулнӑ.
— Лапамра юлашки ҫулсенче лартнӑ ёлка юрӑхсӑра тухнӑ, каркасӗ деформациленнӗ. 2006 ҫулта ӑна «Комманаллӑ технологисем» хулана парне пек туянса панӑ. Пӗлтӗр ҫынсем: «Ёлка ӳкмест-и?» - тесе те ыйтнӑ, — тенӗ Людмила Маркова.
Ҫапла кӑҫал ҫӗнӗ ёлка туянма палӑртнӑ. Вӑл 6,6 миллион тенке кайса ларнӑ. Анчах тата хаклӑрах пулайнӑ вӑл. Ӑна туяннӑ чухне 900 пин тенкӗ перекетлеме те май килнӗ-мӗн.
Ёлка укҫин 60 проценчӗ — хыснаран, 40 проценчӗ — ытти ҫӑлкуҫран. Сюжет ӳкернӗ журналистсем ҫӗнӗ ёлкӑна 9 ҫуллӑха илнӗ. Хитре ёлкӑпа кӳршӗ регионсенчи кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти кӗтесӗнчи туристсене те илӗртесшӗн.
Ыран, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 46 ача Мускаври ёлкӑна кайӗҫ. Вӗсемпе пӗрле 12 аслӑ ҫын пулӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, делегаци йышне тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ултӑ ача кӗнӗ. 15 шӑпӑрлан вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Пӗтӗм Раҫҫейри ёлкӑна кайма тивӗҫ пулнӑ. 10 ача вара — нумай ачаллӑ ҫемьесенчен. Тепӗр 10-шӗ конкурссемпе олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗшӗн ҫак хисепе тивӗҫнӗ. Делегаци йышӗнчи 5 ачан ашшӗ вара ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ. Кремль ёлкине каякансем 8-14 ҫулсенче.
Ачасемпе пӗрле Мускава медицина ӗҫченӗсем, полици сотрудникӗсем, сакӑр педагог кайӗҫ.
Кремль ёлкинче спектакль кӑтартӗҫ, пылак парнесемпе савӑнтарӗҫ, вӑйӑсемпе конкурссем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасен экскурсие кайма та май пулӗ.
Украинӑри лару-тӑру ҫивӗчленнӗ хыҫҫӑн ҫынсем Раҫҫее тарса килнӗ. Халӗ пирӗн республикӑра ҫав ҫӗршыври 1800 ҫын пурӑнать.
Таркайсенчен чылайӑшӗ хӑйсен статусӗ тӗлӗшпе пӑнчӑ лартнӑ. 800 ытла ҫын вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫуртра кун кунлать. 100 яхӑнӑшӗ ят-шывне ӗнентерекен тата Раҫҫейре пурӑнма ирӗк паракан документ илнӗ. 584 ҫын вара Раҫҫей гражданствине илнӗ.
Украинӑран килнисенчен чылайӑшӗ кунта ӗҫ тата пурӑнмалли ҫурт тупнӑ. 39 ҫын вӑхӑтлӑх пунктра кун кунлаҫҫӗ. Миграци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен хӑшӗ-пӗринпе право тӗлӗшӗнчен пӑтӑрмахсем пур. Вӑхӑтлӑх пунктра пурӑнакансенчен 9-шӗ хирӗҫтӑру лӑплансан Украинӑна каялла таврӑнасшӑн.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Украина ачисене те айккинче хӑварасшӑн мар. Вӗсем те уяв ёлкисӗр юлмӗҫ. Ачасене пурне те уява чӗнӗҫ.
«Халӑх фрончӗн» хастарӗсем патшалӑх туяннӑ искусственнӑй чӑрӑшсене мӗн хакпа туяннине тӗпченӗ. Шупашкарти тӗп чӑрӑш ҫӗршыври чи хаклисенчен пӗри пулнӑ-мӗн.
Специалистсен шухӑшӗпе, укҫа сахалрах тӑкаклама та май пулнӑ. Шупашкарти тӗп чӑрӑша 6,6 миллион тенкӗпе туяннӑ. Хӑй конструкци кӑна 3 миллион тенкӗ тӑрать-мӗн. Ытти тӑкак — саккаспа 16 тӗслӗ йӑрӑм тутарни. Чӑрӑш 25 метр ҫӳллӗш, ҫавӑ та хака ларнӑ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул «чиперккин» пӗр метрӗ 264 пин тенке кайса ларнӑ.
«Халӑх фрончӗн» специлисчӗсем ытти хулари хаксене те тишкернӗ. Иркутск облаҫӗнчи Братск хулинчи 21 метр ҫӳллӗш, светодинамикӑллӑ ҫутӑллӑ чӑрӑш 5,6 миллион тенке кайса ларнӑ. Мускаври «Эрмитаж» хула садӗнчи 12 метрлӑ чӑрӑша 2,5 миллион тенкӗпе туяннӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ конкурс пуҫарнӑ. 5–11-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче иртет вӑл. Вӑл — ача-пӑча пултарулӑхӗн конкурсӗ. Унта «пукане-тильда» техникӑпа килӗшӳллӗн тунӑ Хӗл мучипе Юрпикене йышӑннӑ.
Конкурс ирттерсе пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасшӑн. Унта икӗ ушкӑн хутшӑнать: 5–8-мӗш классем тата 9–11-мӗш классем.
Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртет. Пӗрремӗшӗ раштавӑн 1-18-мӗшӗсенче пулнӑ. Ун чухне заявкӑсемпе пултарулӑх ӗҫӗсене йышӑннӑ. Халӗ иккӗмӗш тапхӑр иртет. Вӑл кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен пырӗ. Ку вӑхӑтра курав иртет, жюри пайташӗсем ӗҫсене хаклаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпа, сертификатсемпе чыслӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ачасем Хӗл мучи патне ҫыру шӑрҫалаҫҫӗ, ӗмӗчӗсем пирки пӗлтереҫҫӗ. Авӑ Ҫӗмӗрлери интернат шкулта пурӑнакансен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ.
Ҫак кунсенче вӗсем парнесем илнӗ. Хӗл мучирен ыйтнисене. Ӗмӗчӗсене пурнӑҫланма вара Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем пурнӑҫлама пулӑшнӑ.
Ачасем Хӗл мучи патне ҫыру ҫырнӑ. Акӑ халӗ Хӗл мучи вӗсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫланӑ. Андрей Федоров юлашки кунчченех иккӗленнӗ: Хӗл мучи унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлайӗ-и? Ӑна ҫырнӑ футболка кирлӗ пулнӑ. Интернатри чи пӗчӗк хӗрача вара магнит хӑми пирки ӗмӗтленнӗ.
Интернатра – 80 ача. Кашнинех ӗмӗчӗ тӗрлӗрен. Списокра кролик валли читлӗх ыйтакан та пулнӑ. Ҫапах пурин те ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |